Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче ачасен «Мӗн ҫухатма юрамасть — ҫавӑн пирки» экологи театрӗсен конкурсӗ иртнӗ. Мероприятие Культура ҫулталӑкне халалланӑ. Ӑна ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн, Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ.
Конкурса общественноҫа экологи ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас, ҫутҫанталӑка ытларах хисеплеме вӗрентес тӗллевпе ирттернӗ. Унта районти вӗренӳ учрежденийӗсенчи 10 театр ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Кашни ушкӑнра — 10 ҫын.
Жюри членӗсем пултарулӑха, костюмсене, сцена ҫинче хӑйсене тытма пӗлнине тата ыттине хакланӑ. Кашни ушкӑн валли 10 минут ҫеҫ уйӑрнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисем Алманчри шкул вӗренекенӗсем пулнӑ. Вӗсем «Вӑрманти спецназ, е Симӗс тӗнчене кам ҫӑлать» постановка кӑтартнӑ. Именкасси шкулӗ «Вӑрман шкулӗ» кӑтартса 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗн ачисем «Тӗлӗнмелле вӑрман» постановкӑпа 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсене пурне те номинацисенче палӑртнӑ, дипломсемпе чысланӑ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗ Ҫӑварни ирттернӗ. Ӑна йӗркелеме Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчилӗхӗ те самай пулӑшнӑ.
Ҫӑварние ҫитнӗ ентешсене хайхи элчӗ, Леонид Волков, тата Мускаври чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев саламланӑ. Леонид Волков Мускав облаҫӗнчи Краснознаменск хула пухӑвӗн депутатне, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Геннадий Викторова Раҫҫейӗн ҫар центрӗн «Раҫҫей патриочӗ» медалӗпе чысланӑ. Геннадий Викторов 20 ҫул ӗнтӗ Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн хастар пайташӗ. Чӑваш халӑхӗ пирки 14 кӗнеке, ҫав шутран виҫҫӗшӗ Раҫҫей Геройӗсем ҫинчен, кӑларнӑ. Ӗҫӗсене вӑл хӑй шучӗпе пичетлет. Геннадий Волков этнопедагога халалласа Мускавра ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерме те вӑлах сӗннӗ.
Уява Куславкка районӗнчи «Эткер» фольклор ушкӑнӗ, Красноармейски районӗнчи «Хавал» халӑх кӗввин ансамблӗ, эстрада артисчӗсем савӑнтарнӑ.
Уява пынисем валли Ҫӑварни мыскарисем, конкурссем хатӗрленӗ.
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Александров Вячеслав Александрович (1929–2005) ӗҫ ветеранӗ пурнӑҫне ҫӗр ӗҫне халалланӑ. Ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малтанах Тинӗсҫум енӗнчи Чкаловскире агрономра тӑрӑшнӑ, унтан Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче агрономра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1955–1989 ҫулсенче колхозра агроном, унтан тӗп агроном, юлашки 17 ҫулне «Заветы Ильича» колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ.
Тӑрӑшулӑхне кура ӑна «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ» тата «РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ» ятсем парса чысланӑ, темиҫе орден, чылай медаль парса наградӑланӑ, вӑл Халӑх хуҫалӑхӗн Пӗтӗм Союзри куравне хутшӑнса ылтӑн тата кӗмӗл медальсене те тивӗҫнӗ. Вячеслав Александровича коллектив «Хисеплӗ колхозник» тата «Хисеплӗ председатель» ят парса чысланӑ.
Вырӑнти администраци ертсе пынипе ӑна асра тытса ҫулленех ҫамрӑксем хушшинче теннис вӑййисем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та Кӑкшӑмри шкулӑн спортзалӗнче черетлӗ ӑмӑртусем иртрӗҫ. Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Константин Михайлов, шкул вӗрентекенӗсем, Александров тӑванӗсем пухӑннисене ӑмӑртура ӑнӑҫусем сунчӗҫ.
Красноармейскинчи халӑх театрӗ аллӑ усса лармасть. Пултарулӑх ушкӑнӗ спектакльпе ялсене тухса ҫӳрет.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче халӑх театрӗ Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхне кӗрекен Анаткас ялӗнчи культурӑпа кану ҫуртӗнче пулнӑ. Ял халахӗ артистсене тарават йышӑннӑ, спектакль кашнин кӑмӑлне кайнӑ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче театр Алманч ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни» спектаклӗ кунти халӑха та килӗшнӗ. Ҫак камит куракансен кӑмӑлне ҫӗклет.
Красноармейскинчи халӑх театрӗ ҫитес вӑхӑтра спектакльпе кӳршӗ районсене тухма палӑртнӑ.
Ача-пӑча кӗнекин эрни Трак шкулӗнчен пӑрӑнман. Унта Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне те паллӑ тунӑ. Ӑна пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Шкула Любовь Петрова та ҫитнӗ. Вӑл — Чӑваш писателӗсен тата Писательсен халӑхсем хушшинчи пӗрлешӗвӗн союзӗсен членӗ, А. Талвир тата Эмине премийӗсен лауреачӗ.
Трак шкулӗнчи акт залӗ иртенпех савӑнӑҫпа тулнӑ. Вӗренекенсем сӗтелсем ҫинче выртакан кӗнекесене тимлӗн пӑхнӑ, тишкернӗ. Хӑйне евӗр куравра Любовь Алексеевна Петрова сӑвӑҫӑн, прозаикӑн кӗнекисем те пулнӑ.
Тӗлпулура Любовь Петрова хӑйӗн пӗрремӗш сӑввисене вуланӑ. Вӑл вӗсене 6-мӗш класрах ҫырнӑ. Вӗсем — анне, вӗрентекен, ачасем, юрату ҫинчен. Поэтесса ачасене тимлӗ итленӗшӗн тав тунӑ. 3-мӗш класра ӑс пухакан Александрӑпа Игорь ӑна сӑвӑсем парнеленӗ. Вӗренекенсем Любовь Петрована пултарулӑх каҫалӑкӗнче ҫитӗнӳ тума ӑнӑҫу суннӑ.
Пушӑн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче «Трак ен пики» конкурс иртнӗ. Унта хутшӑннӑ хӗрсем чӑваш халахӗн йӑли-йӗркине, историне, культурине пӗлеҫҫӗ-и? Тӗрӗсленӗ. Вӗсем пултарулӑх конкурсӗсем витӗр те тухнӑ. Хӗрсем чӑваш халӑхӗн наци ҫимӗҫне хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ, наци тумне тӑхӑнса тухнӑ.
Малтан район администрацин пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков конкурсҫӑсене тата куракансене саламланӑ. Районти Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ З.Г. Петрова та уявпа саламланӑ, алӑ ӗҫӗсен «Илем тӗнчене ҫӑлать» конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Жюри пикесен пултарулӑхне, тумне, юрлас-ташлас пултарулӑхне, наци колоритне хакланӑ. 8 пике илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ, хӑйсемпе паллаштарнӑ, конкурссенче ӑс ҫивӗчлӗхне, талантне тӗлӗсленӗ. Кашниех хӑйне евӗрлӗхепе уйрӑлса тӑнӑ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн «Трак ен пики — 2014» ята Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Мария Козлова ҫӗнсе илнӗ. Упи вӑтам шкулӗнчи Анна Васильева «Вице Трак пики» пулнӑ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацире Александра Яковлева ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи Ирина Ришко — «Хӳхӗм пике», Карай вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Анастасия Алексеева — «Ҫепӗҫ пике», Алманч ял тӑрӑхӗнчи Анастасия Филиппова — «Ӑс пике», Трак вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Кристина Иванова — «Кӑмӑллӑ пике», ҫав шкултах ӑс пухакан Анастасия Тимофеева — «Сӑпайлӑ пике».
Красноармейски районӗн историйӗ пуян. Вӑл хӑйӗн ӗҫчен ҫыннисемпе те мухтанма пултарать. Вӗсем район кун-ҫулӗнче сахал мар йӗр хӑварнӑ. Трак ен историне кӗрсе юлнӑ ҫынсен ячӗсене республикӑра, Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчипе те пӗлеҫҫӗ. Вӗсем хуҫалӑхра ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ, ҫӗршыв сумне ҫӳле ҫӗкленӗ.
Ҫакнашкал ҫынсем — мухтав. Ҫамрӑксен вӗсенчен тӗслӗх илмелле. Трак енсем ҫакнашкал ҫынсене пӗр тӗвве пухса кӗнеке кӑларасшӑн. Чӑваш Енри хӑш-пӗр район кунашкал кӗнеке кӑларнӑ ӗнтӗ. «Эппин, эпир мӗнрен кая?» — теҫҫӗ красноармейскисем. Ҫук, Трак енре сумлӑ кӗнекен тухман мар. Вӗсем «Трак ен» (2000 ҫул), «Дюди и судьбы» (2005 ҫул) кӗнекесене кун ҫути кӑтартнӑ. Халӗ вара Трак енре район историйӗпе культури, унӑн паллӑ ҫыннисем пирки энциклопеди хатӗрлесшӗн. Вӑл пуян пулӗ. Кӗнеке чылай ҫул каялла историе кӗрсе юлнӑ фактсене, район культурипе экономикин аталанӑвне ҫутатӗ. Унта районта ҫуралса ӳснӗ, тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем туса тӗнчипе чапа тухнӑ ҫынсен кун-ҫулӗ те кӗрӗ.
Кӗнеке шкул ачисемшӗн те, аслӑ ӳсӗмрисемшӗн те усӑллӑ пулӗ. Трак енсем кӑк тымарӗсене шыраса тупса, аталану ҫул-йӗрне тӗпчесе хӑйсен историне ҫырма тӗллевленнӗ.
Муркаш районӗн Калайкасси вӑтам шкулӗн йӗлтӗр ҫулӗ ҫинче Чӑваш Ен чемпионне Юрий Федотова асӑнса XII йӗлтӗр эстафети иртнӗ.
Ҫак спорт мероприяйӗн сумӗ ҫулран-ҫул ӳҫет. Кӑҫал акӑ ӑмӑртӑва Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Элӗк, Красноармейски районӗсенчи, Шупашкар хулинчи шкулсен командисем килнӗ. Ку кӑна мар: тупашӑва Мари Республикин спортсменӗсем те ҫитнӗ.
— Паянхи ӑмӑрту Олимп ҫулталӑкӗнче иртнипе паллӑ. Мероприяти тухӑҫлӑ пуласса иккӗленместӗп, — тенӗ Юрий Федотовӑн пиччӗшӗ, Шупашкарта Муркаш районӗн ентешлӗхне ертсе пыракан Александр Федотов.
Тупӑшура сумлӑ хӑна пулнӑ. Вӑл — РФ спорт мастерӗ, Сиднейре иртнӗ Олимп вӑййисенче хӑвӑрт утассинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ Владимир Андреев. Вӑл ӑмӑртӑва Олимп факелне йӑтса килнӗ, унпа кашниех сӑн ӳкерӗнме пултарнӑ.
Аслӑрах ӳсӗмрисен ушкӑнӗнче Элӗк районӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Калайкасси шкулӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫатракасси шкулӗ тухнӑ. Вӑтам ӳсӗмрисен йышӗнче Калайкасси шкулӗ маттур пулнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Элӗк тата Красноармейски районӗсем йышӑннӑ.
Чӑваш Енре судсен председателӗсене шыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ултӑ ваканси пур иккен. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар хулинче, пиллӗккӗшӗ — районсенче.
Председатель кирлӗ судсем хушшинче — тӗп хулари Калинин районӗ, ҫавӑн пекех Вӑрнар, Вӑрмар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсен сучӗсем. Суда ертсе пырас кӑмӑллӑ тӳресен заявленийӗсене ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи «Восход» тулли мар яваплӑ обществӑра контрафактлӑ пулӑ ҫӑвӗ тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ учреждени — ветеринари препарачӗсемпе суту-илӳ тӑваканскер. Регистрацилемен пулӑ ҫӑвӗ нумай та пулман — 100-шер миллилитр кӗрекен савӑтсенче пурӗ тӑватӑ флакон.
Контрафактлӑ продукци сутлӑха кӑларнӑшӑн предприятие нумаях пулмасть 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Пулӑ ҫӑвне унӑн каяшсем пухакан организацие ҫитерсе памалла. Унта ӑна сиенсӗрлетнишӗн те «Восходӑн» хӑйӗн шучӗпе тӳлеме тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |